Искусство пĕрлештерет
Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче чăвашсен хальхи искусствин биенналĕ уçăлчĕ. Куравра Мускав, Питĕр, Смоленск, Ижевск хулисенчи тата Чăваш Енри 19 пултарулăх пĕрлешĕвĕн 23 ӳнерçĕ ĕçĕпе паллашма пулать. Ăна республикăри культура министерстви пулăшнипе тата культура пуçарăвĕсен Президент фончĕ хавхалантарнипе йĕркеленĕ. Искусствăна кăмăллакансен уявĕнче манăн ĕçтешсем те пулса курчĕç.
Шупашкарти ӳнер училищинче вĕренекенсем «Аслă юман» коллекци хатĕрленĕ. Кĕпесемпе, капăрлăх-эрешĕсене те хăйсемех çĕленĕ. Чăвашсен наци тумне, юмах-халапри ĕç-пуçа çĕнĕлле кăтартма тăрăшнă. Пĕр енчен, йăла-йĕрке те упранса юлать, тепринчен, çĕнĕлĕхсем те пурнăçа кĕреççĕ.
КСЕНИЯ КОШЕЛЕВА: «Ку, ман шутпа, пирĕн республикăшăн çав тери çĕнĕ тата пысăк пулăм. Ман шутпа, ку çамрăк художниксене, ӳнерçĕсене хавхалантармалла, мĕншĕн тесен кунта, чăнах та, ӳнерĕн çĕнĕ меточĕсене усă курнă. Çавăнпа та эпĕ шансах тăратăп халĕ пирĕн республикăра çамрăксем тата интересленме пултараççĕ çĕнĕ искусствăпа. Мана кунта питĕ нумай япала кăсăклантарчĕ. Чăннипе каласан, чи кăсăклă япала кунта – çынсем, мĕншĕн тесен çав тери интереслĕ, кăсăклă, пултаруллă çынсем кунта. Мана çав тери çак тутăрсем килĕшрĕç, чăвашла, хальхи вăхăтпа çыхăнтарнă тутăрсем. Эпĕ вĕсене илме те хирĕç мар тесе шутлатăп».
Видео-артсем, фотоӳкерчĕксем, инсталляцисем, скульптурăсем. Искусство çĕнĕ чĕлхепе калаçни сисĕнет. Кăна аслисем те туйса илнĕ.
ПРАСКИ ВИТТИ: «Хамăр халăхшăн çĕнĕ утăм, тĕрĕссипе. Пирĕн пата хăнана килеççĕ хăйсен ĕçĕсемпе, çĕнĕ ĕçсемпе шыраса ĕçлекен художниксем. Вĕсем шкул ĕçĕсемпе анчах килмен. Вĕсем хăйсем шутласа, шыраса тупнă ĕçсемпе килнĕ. Вăл енчен вăл çĕнĕ утăм. Паянхи кун тĕнчери искусство çаврака тата тарăн шухăшлă. Вăл тĕрĕссипе наукăпа юнашар пырать, тен, маларах та пырать».
Чăваш биеннелĕ раштав уйăхĕн 2-мĕшĕччен ĕçлет. Ӳнер тĕнчипе кăсăкланакансем валли 50 яхăн мероприяти йĕркелеме палăртнă. Хулари тĕрлĕ лапамсенче тĕл пулусем, эскурсисем, çавра сĕтелсем иртĕç. Унта хутшăнас тесен chuvashbiennale.com сайта кĕрсе регистраци тумалла.